Ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов наци автономийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗсемпе министр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра ирттересси ҫинчен калаҫнӑ тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Вадим Ефимов Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республикӑра епле мероприяти ирттерме палӑртнине каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Георгий ленти», «Вилӗмсӗр полк», «Салтак пӑтти» тата ытти акци ирттермелле. Вӑрҫа хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене «Листок» ятлӑ организаци укҫасӑрах пичетлесе парассине пӗлтернӗ.
Автономисен ертӳҫисемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ветерансем валли пысӑк концерт хатӗрлесси тата туслӑх аллеи уҫасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Наци пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем хӑйсем ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем...
Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви Мӗтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романне ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Ку роман икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Иккӗмӗшне вулакан патне халь 1000 экземплярпа ҫитернӗ.
Вӑрҫӑ пирки Мӗтри Кипек чӑн пурнӑҫри евӗр каласа кӑтартать. Салтаксем унта тавӑрушӑн хыпса ҫунакан паттӑрсем кӑна мар, кӑра вӑрҫӑра та вӗсем чун ҫепӗҫлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Унта совет, Польша тата Чехословаки партизанӗсен пӗрлехи паттӑрлӑхне ҫутатнӑ. Роман никӗсӗнче — 1944–1945 ҫулсенче Польшӑра, Чехословакире тата Австрире пулса иртнӗ чӑн пулӑмсем.
1963–1966 ҫулсенче ҫырнӑ хайлава ҫынсем паян та юратса вуланине палӑртать Чӑваш кӗнеке издательстви. Ку роман хӑй вӑхӑтӗнче В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри конкурсра та, Чӑваш АССРне 50 ҫул ҫитни ячӗпе йӗркеленинче те ҫӗнтернӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн премине те тивӗҫнӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене, сусӑрсене, тыл ӗҫченӗсене «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарни» медальпе чыслаҫҫӗ. Халӗ республикӑра ҫак йыша кӗрекен 24 пин ытла ҫын пурӑнать.
Ҫак кунсенче республикӑна федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа ҫитнӗ. РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫак укҫа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен ҫурт-йӗрне лайӑхлатма кайӗ.
Кун тӗлӗшпе, Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци хыснинчен 213 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла майпа кӑҫал 190 ветеран пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
Аса илтермешкӗн: пӗлтӗр ҫак тӗллевпе 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫапа 93 ветеран ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тата Шупашкар паллисем Мускава ҫул тытнӑ. Мӗн тӗллевпе тетӗр-и? Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проектпа килӗшӳллӗн унта Раҫҫей ялавӗсен парачӗ иртет.
Парада Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейри чи пысӑк ялава Ҫурҫӗр полюсне илсе кайӗҫ, ӑна «Барнео» станцире лартӗҫ. Ҫак станци Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкинчен 100 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ. Унпа пӗрле Раҫҫейри мӗн пур регионсен ялавне те вырнаҫтарӗҫ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проект экспедицийӗн пӗрремӗш ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Ку ушкӑн Раҫҫейри чи пысӑк ялава тата регионсен, хуласен, социаллӑ яваплӑ компанисен ялавӗсене Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкисене илсе ҫитерӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кунсерен ҫывхарать. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарнӑ май ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Ҫӗнтерӗве халалласа Ҫар махтавӗн музейӗнче «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ хӗрарӑмсене халалланӑ.
Курава Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫни те ахальтен мар.
Официаллӑ информаци палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» куравра — 70 япала. Вӗсен йышӗнче — сӑнӳкерчӗксем, чыслав хучӗсен копийӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсен кун-ҫулне ҫутатакан кӗнекесем, хаҫатсем…
Ҫавӑн пекех куравра II степень Тӑван ҫӗршыв орденне, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ медицина сестрин япалисем пур. Унтах Чӑваш Ен хӗрӗсен, сывлӑш сӑнавӗн батальонӗн 101 уйрӑмӗн боецӗсен, харпӑр материалӗсемпе паллашма пулать.
Елчӗксем те ыттисемпе танах Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗ акци йӗркелет. «Музее — парне» ятлӑскере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Культура тытӑмӗнчи ӗҫченсем Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ ҫав.
Акци пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта музей ҫынсенчен район историйӗпе культурине ҫутатакан иллюстрацисем, япаласем хаваспах йышӑнать. Ҫав экспонатсем музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн тупӗҫ.
Музейшӑн ҫемье реликвийӗ, кивӗ сӑнӳкерчӗксем, документсем ҫеҫ мар, халӑх костюмӗсем, йӑлара усӑ курмалли хатӗрсем, алӗҫӗсем те хаклӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ япаласене вара хӗпӗртесех йышӑнӗҫ. Тӗслӗхрен, салтак тумӗ, чашӑк-тирӗк, фронтран килнӗ ҫырусем, сӑнӳкерчӗксем…
Акцие чи пӗрремӗш Галина Витальевна Чернова хутшӑннӑ. Вӑл музее килте усӑ курмалли 30 ытла япала парнеленӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен аслӑ вӑрҫа 791 ҫын хутшӑннӑ, 354 салтак тӑван килне таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухалнӑ е хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса 1974 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ умӗнче палӑк ҫӗкленчӗ, унтанпа чылай ҫул иртрӗ, халӗ палӑк тавра пӗлӗтелле кармашакан чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ, йӗри-тавра ҫулленех чечексем ешереҫҫӗ.
Вӑрҫӑран таврӑннисем хальхи вӑхӑтра Ефим Никифорович Атласов, Михаил Артемьевич Васильев, Гурий Петрович Петров, Арсений Мартынович Мартынов тата хулара пурӑнакан Мефодий Иванович Ивановпа Василий Семенович Семенов Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Кӑкшӑмсем паттӑрсене манмаҫҫӗ. Мефодий Иванович Иванов ветеран вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫывхарнӑ ятпа Кӑкшӑмри пӗр кӳлӗ хӗррипе «Асӑну аллеи» йӗркеленӗ, 70 ҫамрӑк хыр лартса хӑварнӑ. Сӑмах май вӑл ертсе пынипе унччен те Анат урам хыҫӗнчи Ермекҫи ятлӑ вырӑнтан пуҫласа ҫырма айккипе чылай хыр лартса хӑварнӑ, вӗсем ҫак ҫулсенче самаях вӑй илнӗ.
Районта ял тӑрӑхӗсенчи художествӑ коллективӗсем кӳршӗри ялсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси йӑлана кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул залне районти вӗрентӳ учрежденийӗсен коллективӗсем — ача пахчисенче ӗҫлекенсем, пӗлӳ паракан шкулсенче ӗҫлекенсем — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма «Салют, Ҫӗнтерӳ!» фестивале пухӑннӑ.
Пухӑннисене райадминистраци ертӳҫи Александр Башкиров, вӗрентӳ пайне вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Татьяна Шереметьева тата вӗрентекенсен районти профком ертӳҫи Татьяна Улянды саламларӗҫ.
Кашни шкул ушкӑнӗ фестивале тӗплӗн хатӗрленни палӑрнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче халӑх юрланӑ юрӑсем, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ чуна тивекен юрӑсем, вӑрҫӑ темине сӑнланӑ тӗрлӗ композици, вӑрҫа хирӗҫ хайланӑ сӑвӑсем чуна пырса тивеҫҫӗ, вӑрҫа хирӗҫ кӗрешме чӗнеҫҫӗ.
Концерта хастар хутшӑннӑ кашни коллектив Хисеп Хучӗ тата укҫан преми илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Сӑнсем (98)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |